"Ҫамрӑксен хаҫачӗ" ирттернӗ "Поэзи батлӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫи Семенов Семен.

"Ҫамрӑксен хаҫачӗ" ирттернӗ "Поэзи батлӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫи Семенов Семен.

Паллашӑр, "Ҫамрӑксен хаҫачӗ" ирттернӗ "Поэзи батлӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫи Семенов Семен Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче  "Ҫамрӑксен хаҫачӗ" "Поэзи батлӗ" конкурс ирттерчӗ. Конкурса хаçат вулаканӗсем, чăваш поэзине юратакансем 15 ҫын хутшӑнчӗҫ. Конкурсантсем шутӗнче Чӑваш Сурӑм шкулӗн 8-мӗш класс вӗренекенӗ Семенов Семен та пулчӗ. Конкурса хутшăнакансем чăвашла 5 сăвăран кая мар пӑхмасӑр каласа тупӑшрӗҫ. Жюри членĕсем ăсталăха, хайлава илемлĕ вуланине, хăйне евĕрлĕхе хакларӗҫ. Ҫапла майпа "Поэзи батлӗн ҫӗнтерӳҫи" тесе Семенов Семена палӑртрӗҫ. Семен жюри членӗсене ӑсталӑхпа самаях тӗлӗнтерчӗ, сертификат, диплом тата ятарлӑ парне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Прикрепленные файлы

jpg
c45e21b7-855b-40ab-a8e8-e292c218b337.jpg 124,78 Kb 29.03.2024
jpg
7e87f214-a429-4ef7-ad8c-feb32d7f160e.jpg 102,64 Kb 29.03.2024