Çутă ĕмĕтлĕ Яна

 

Уроксем вĕçленсенех Яна ялти библиотекăна çул тытать. К.В. Ивановăн хайлавĕсене темиçе хутчен вуланă пулин те библиотекăран виçĕ-тăватă кĕнеке илсе тухатех вăл. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те хастарлăхпа палăракан хĕрача шкулта тата районта иртекен конкурссемпе акцисене хаваспах хутшăнать.

Элĕкри тĕп библиотека май уйăхĕнче К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа конкурс ирттерчĕ. Яна «Нарспи» поэмăри «Тăлăх арăм» сыпăка вуласа поэзие юратакан 14 çын хушшинче 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Пултаруллă хĕрача поэмăна чунпа вуласа пачĕ, Хисеп хучĕпе парнене тивĕçрĕ.

Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекен ялан çĕннине шырать. Ачаранах кĕнекепе туслăскер библиотекăна кашни кун тенĕ пекех кĕрет. Вĕсем çемйипех вулама юратаççĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Альбина Михайловнăпа Александр Леонидович - çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Сергей ывăлĕ те кĕнекепе туслă. Яна та вĕсенчен юлмасть. «Литература çулталăкĕнче кăна мар, яланах кĕнеке-журналпа туслă пулмалла», - тет вăл. Хĕрача ялти тата шкулти библиотекăсенчен тухма та пĕлмест. Пултаруллăскер вырăс тата чăваш çыравçисен кĕнекисене юратсах вулать. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче сăвăсем каланă чухне класра шăплăх хуçаланать. Литература çулталăкне пĕтĕмлетнĕ чухне те пултарулăхĕпе палăрчĕ Яна. Александр Артемьев çырнă «Салампи» романри Салампин çырăвне ăста вуларĕ. Сцена çинче вара «Тăлăх арăм» сыпăка пăхмасăр каласа пачĕ, Хисеп хучĕпе парнене тивĕçрĕ.

Наталия Гаврилова, библиотекарь.