Конкурсра мала тухнă

Раççей Федерацийĕн патшалăх символĕсен патриотизмĕ тата гражданлăхĕ, Чăваш Республикин символĕсем енĕпе воспитани парас, вĕсен пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе районти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн бази çинче вĕренÿ организацийĕсенче пĕлÿ илекенсен патшалăх символики енĕпе иртнĕ республикăри конкурсăн районти тапхăрĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

«Литературăри пултарулăх (проза, поэзи) «Раççей символĕсене мухтатăп» номинацире Чăваш Сурăм шкулĕнчи Ольга Егорова вĕренекен 1-мĕш вырăна тухнă (ертÿçи А.Г.Петрова).

«Раççей патшалăх символикине илемлетсе хатĕрлени» номинацире 9-11-мĕш классем хушшинче Юнтапа шкулĕнчи Анастасия Максимова 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак шкулти Анастасия Романовăпа Светлана Нестерова - 3-мĕшсем (ертÿçи С.М.Константинова).

1-4-мĕш классем хушшинче Юнтапа шкулĕнчи Ангелина Викторова 2-мĕш, Ян Мошкин 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ (ертÿçи А.Н.Краснова).

Олимпиада ЛАЗАРЕВА.