Ака уйӑхӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче «Хунав» конкурс-фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ.

Ака уйӑхӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче «Хунав» конкурс-фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ.

Ачасене чӑваш наци культурине, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, унӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене явӑҫтарас, патриотизма воспитани парас тата толерантлӑхне ӳстерес тӗллевпе Чӑваш Республикинче 2024 ҫулхи апрель-май уйӑхӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче «Хунав» фестиваль иртет. Апрелӗн 19-мӗшӗнче Элӗкри «Çãлкуç» ача сачӗнче конкурс-фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ. Муниципалитет округӗнчи пилӗк вӗренӳ организацийӗнчен 24 ӗҫ тӑратнӑ. Жюри видео кӑтартӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ. «Илемлĕ чăваш юрри» номинацинче «Ĕмĕт» юрӑпа Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи "Шӑнкӑрав" ушкӑн иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Маттур ачасем. Саламлатпӑр!