Семье ҫулталӑкне халалласа "Ҫемьепе пӗрле" проекта хутшанчес.

Семье ҫулталӑкне халалласа "Ҫемьепе пӗрле" проекта хутшанчес.

  Чӑваш чӗлхи эрнинче Семье ҫулталӑкне халалласа "Ҫемьепе пӗрле" проект йӗркелерӗмӗр. Проекта хутшӑнакан ҫемьесем хӑйсен кил-йышӗнче ачасене воспитани парас, ӗҫе вӗрентсе ӳстерес, тӑван чӗлхене юратма вӗрентес ыйтусен хӑш-пӗр саманчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Филипповсен çемйи. Ку çемьере ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче яланах килĕшÿпе ăнлану хуçаланать. Акă, Оксана Владимировна хăйĕн йĕкĕреш хĕрĕсене, Камиллăпа Каринăна, çăлтан картлампа шыв ăсма вĕрентет, ĕлекхи чăваш хĕрĕсем пек ĕçчен те сăпайлӑ пулма хăнăхтарать.

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Потаповсен çемйи. Нумай ачаллă çемьере ваттисене хисеплесси йăлара. Алина Ивановна кăмакаран серте яшки пĕçерсе кăларсан та сĕтел хшшине малтан ваттине, ачасен аслашшĕне, вăрçă ачи пулнă Потапов Анатолий Константиновича чĕнет. Ку ырă йăла ачисене те куçасси паллах.

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Федотовсен çемйи. Нумай ачаллă çемьере кирек мĕнле ĕçе те пĕрле, йышпа тума хăнăхнă. Акă халĕ те вĕсем пĕрлех - аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, 5 ачи – хуран кукли пĕçереççĕ. Кун пек чухне апачĕ те тутлăрах! Халĕ вĕсем конкурса хутшăнаççĕ. Ăнăçу сунатпăр!

"Ҫемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Емельяновсен çемйи. Оксана Николаевна, библиотекарь пулса ĕçленĕскер, ачисене те пĕчĕклех кĕнеке енне туртăнма хăнăхтарать. Ачисем, чăнах та, кĕнеке вулама юратаççĕ, шкулта та лайăх вĕренеççĕ. Хале вĕсем Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине вулаççĕ.

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Веняминовсен çемйи. Ку çемьере ачасем ваттисене хисеплеме ачаранах хăнăхса ÿçеççĕ. Кириллпа Глеб ватă асламăшĕпе асламăшĕ патне кулленех çÿреççĕ, вĕсенчен тĕрлĕ ĕç тума вĕренеççĕ. Ватă асламăшĕ хальхинче вĕсене кĕнчеле арланине кăтартрĕ, асламăшĕ вара чăлха çыхса тăхăнтартрĕ. Вĕсем те конкурса хутшăнаççĕ. Ăнăçу пултăр!

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Алексеевсен çемйи. Ольга Александровна «Новый путь» хуçалăхра зоотехник пулса ĕçлекенскер, выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратать. Юра ăсти пулнă май, кирек мĕнле ĕç тытсан та юрласах тăвать. Çавна май Алексеевсен çемйинче кил хуçалăхĕнчи ĕçĕ те кал-кал пырать. Кирилл та çемье ăшшине туйса çитĕнет.

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Семеновсен çемйи. Семен сăвă вулама ăста, пĕр-пĕр артистран та кая мар. Çавăнпа конкурссенче час-часах малти вырăнсене йышăнать. Нумаях пулмасть «Çамрăксен хаçачĕ» ирттерне баттл çĕнтерÿçи те пулса тăчĕ вăл. Семена ку конкурссене хутшăнма хавхалантараканĕсем вара – ашшĕпе амăшĕ. Час-часах вĕсем Семена хăйсемех машина çине лартса кирлĕ вырăна çитереççĕ, конкурссенче унпа пĕрлех савăнаççĕ.

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Тихоновсен çемйи. Елена Борисовна – тирпейлĕ чăваш хĕр арăмĕ. Хĕр ачисене те пĕчĕклех тирпейлĕхе вĕрентсе ÿстерет. Светăпа Даша та амăшне пулăшма яланах хатĕр.

«Çемьепе пĕрле» проекта хутшăнакансем – Арсентьевсен çемйи. Марина Ивановна – тĕрĕ ăсти. Ку ăсталăха вăл Чăваш наци библиотекинчи тĕрĕ ăстисен шкулне ятарласа çÿресе вĕреннĕ. Халĕ, паллах, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе хăйĕн ачисене те паллаштарать, каласа парать, верентет. Арина хĕрĕ амăшĕнчен кая юласшăн мар, хитре тĕрĕсем тума вĕренсех пырать.



Прикрепленные файлы

jpg
2153944d-d4fe-4869-b757-ad6bdc95b6ac.jpg 202,92 Kb 24.04.2024
jpg
8dc11054-f609-414e-b8ad-5c2c93a78a8b.jpg 123,03 Kb 24.04.2024
jpg
b578f0a0-573c-4511-847a-f1557870d4f6.jpg 131,79 Kb 23.04.2024
jpg
23f8f233-2699-4cc9-ba1b-6b264aa77498.jpg 222,46 Kb 23.04.2024
jpg
06b1aa7f-bab0-42f6-bc19-8b710971f3bc.jpg 228,65 Kb 23.04.2024
jpg
5d4b1080-ce10-421a-8c92-52729c7a4c2b.jpg 128,52 Kb 23.04.2024